Ӗлӗк-авал Шуратӑл шывӗ хӗрринче пурӑннӑ тет карчӑкпа старик. Ӗмӗре пурӑнса ирттернӗ май вӗсен пӗр ача та ҫуралман. Ҫавӑншӑн вӗсем питӗ хурланнӑ тет.
Пӗрре старик сунара тухнӑ та ҫулпа утнӑ май пӗр ту умне канма ларнӑ. Ӑнсӑртран ыйхӑ пусса илнӗ ӑна. Тӗлӗкре вӑл Ту хуҫипе тӗл пулнӑ.
Малалла мӗн пулса иртни пирки пӗлес тетӗр пулсан ҫак юмаха итлӗр.
Вулаканӗсем: Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Владимир Григорьев тата Василий Иванов, Григорий Петров, Светлана Лукиянова артистсем.
Ку юмаха «Туссен юмахӗсем» пухӑвӗнчен илнӗ. Пухса хатӗрлекене – Ольга Федорова. (Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018).
Автор ирӗк панипе кӑларнӑ.
資訊
- 節目
- 發佈時間2022年9月26日 下午12:00 [UTC]
- 長度11 分鐘
- 季數1
- 集數2
- 年齡分級兒少適宜