Ку ӗҫ халь мар, тахҫанах пулса иртнӗ. Ӗлӗк-авал Шейдулла ятлӑ ҫын пурӑннӑ, вӑл шутсӑр наян пулнӑ.
Арӑмӗпе ачисем пӗрмаях выҫӑ ҫӳренӗ, ҫӗнӗ кӗпе-тумтир пирки ӗмӗтленме-и унта? Тарӑхнипе арӑмӗ Шейдуллана ӗҫлеместӗн тесе вӑрҫма пикенет, лешӗ хирӗҫ:
— Атя ан кулян. Хальлӗхе эпир чухӑн пурӑнатпӑр, ак кур, кӗҫех пуйса каятпӑр, — тесе лӑплантарать.
— Ӑҫтан пуян пурӑнӑпӑр-ха эпир? Эсӗ кунӗпе те урлӑ выртана тӑрӑх ҫавӑрса хумастӑн! — тарӑхать арӑмӗ.
Лешӗ хӑйӗннех перет:
— Тӑхта, вӑхӑт ҫитсен эпир те пуйса кайӑпӑр.
Кӗтрӗ арӑмӗ, кӗтрӗ, ачисем те кӗтрӗҫ — кӗтсе илеймерӗҫ.
— Тек кӗтме вӑй-хал ҫук, капла выҫсах вилетпӗр, — терӗ пӗррехинче арӑмӗ.
Шейдулла ӑсчах патне канаш ыйтма каяс терӗ: чухӑн пурнӑҫран епле хӑтӑлмалла? Пуҫтарӑнчӗ те, ҫула тухрӗ. Виҫӗ кун та виҫӗ каҫ утрӗ Шейдулла, ҫул ҫинче ырханкка Кашкӑра тӗл пулчӗ.
Вулаканӗсем: Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисӗ Владимир
Григорьев, Василий Иванов, Григорий Петров, Светлана Лукиянова, Татьяна Володина артистсем.
Ку юмаха «Туссен юмахӗсем» пухӑвӗнчен илнӗ.
Пухса хатӗрлекенӗ - Ольга Федорова (Чӑваш кӗнеке издательстви,
2018 ҫул).
Автор ирӗк панипе кӑларнӑ.
Thông Tin
- Chương trình
- Đã xuất bảnlúc 08:33 UTC 16 tháng 11, 2022
- Thời lượng11 phút
- Mùa1
- Tập8
- Xếp hạngSạch