Чӑн пулнӑ-и ку, пулман-и, халь никам та пӗлмест, анчах та халӑх хушшинче ҫапларах сӑмах-юмах ҫӳрет.
Пурӑннӑ тет ҫӗр ҫинче пӗр хӗрача. Вӑл тӑлӑх пулнӑ. Ашшӗпе амӑшӗ вилсен унӑн ватӑ тӗвепе пӑру ҫеҫ юлнӑ.
Хӗрача тӗвене сутса янӑ та ҫав укҫапа тумтир туяннӑ, пӑрӑвне выҫӑ вилесрен пусса ҫинӗ.
Анчах та кӗҫех унӑн тумӗ кивелнӗ, какайне те вӑл ҫисе янӑ. Ҫавӑнпа та хӗрача пурӑнма пуян тӑванӗ — бай — патне кайнӑ.
Лешӗ хыткукар та усал ҫын пулнӑ, арӑмӗ — тата та усалрах та хыткукартарах. Вӗсем хӗрачана хӗрхеннипе мар, ӗҫлекен кирлӗ тесе хӑйсем патӗнче усранӑ.
Пӗр канми ӗҫленӗ мӗскӗнскер: кӑмака хутма вутӑ йӑтнӑ, вучах чӗртнӗ, юртӑна тирпейленӗ, ӗнисене сунӑ, шыв ӑснӑ.
Тем пек тӑрӑшсан та тӑванӗпе арӑмӗ ӗҫе йӗркеллӗ туман тесе вӑрҫнӑ ӑна, хушӑран хӗненӗ те.
Мӗскӗн хӗрача питӗ хурланнӑ, куҫҫульпех макӑрнӑ.
Пӗррехинче хӗлле байпа мӑшӑрӗ хӗрачана шыв патне янӑ, вак куҫӗ тума пуртӑ тыттарнӑ...
Вулаканӗсем: Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисӗ Владимир Григорьев, Светлана Лукиянова, Татьяна Володина артистсем.
Ку юмаха «Туссен юмахӗсем» пухӑвӗнчен илнӗ. Пухса хатӗрлекенӗ: Ольга Федорова (Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018 ҫул).
Автор ирӗк панипе кӑларнӑ.
정보
- 프로그램
- 발행일2022년 10월 31일 오전 10:15 UTC
- 길이8분
- 시즌1
- 에피소드7
- 등급전체 연령 사용가