Кӑвак кӳлӗ ҫывӑхӗнче мӑн кӑмӑллӑ якут хӗрӗпе тата ырӑ якут ывӑлӗпе пурӑннӑ. Юртисем юнашарах ларнӑ пулин те вӗсем нихӑҫан та пӗр-пӗрин патне хӑнана ҫӳремен. Икӗ якут кӳлӗ хӗрринче пӗр вӑхӑтра пулӑ тытсан ырӑ якут сывлӑх сунса пуҫ тайнӑ, мӑн кӑмӑлли ун ҫине ҫаврӑнса та пӑхман. Ырӑ якут урамра ун юрти ҫине пӑхса ларсан лешӗ ҫурӑмпа вӑрт ҫаврӑннӑ. Ырӑ якут ҫывӑхри ҫырмана пулӑ тытма тухсан мӑн кӑмӑлли унран чылай аякка кайса ларнӑ. Ҫапла пурӑннӑ та вӗсем.
Пӗррехинче кӑвак кӳлӗ ҫийӗн вӑйлӑ Ҫил вӗҫтерсе пынӑ та ҫынсем пӗр-пӗринпе килӗштермесӗр пурӑннине курнӑ...
Вулаканӗсем: Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисӗ Владимир
Григорьев, Василий Иванов, Григорий Петров, Светлана Лукиянова артистсем.
Ку юмаха «Туссен юмахӗсем» пухӑвӗнчен илнӗ.
Пухса хатӗрлекенӗ - Ольга Федорова (Чӑваш кӗнеке издательстви,
2018 ҫул).
Автор ирӗк панипе кӑларнӑ.
信息
- 节目
- 发布时间2023年1月20日 UTC 21:00
- 长度13 分钟
- 季1
- 单集9
- 分级儿童适宜