Ӗлӗк-авал пуян ҫемьере хитререн те хитре хӗр ҫитӗннӗ тет. Ашшӗпе амӑшӗ ун ҫине пӑхса тӑранайман: сивӗрен те, шӑрӑхран та упранӑ.
Кӗҫех вӗсем ҫуттенчерен уйрӑлнӑ. Хӗрӗ тӑлӑха юлнипе вӗри куҫҫуль юхтарса Турра тарахасланӑ, хӑйне шеллеме ыйтнӑ.
Пӗрре хӗр алӑкне телей пырса шакканӑ: ҫакӑ хитрескерне ҫураҫнӑ тет. Мӑшӑр килӗнче пурӑнма куҫнипе, упӑшкийӗ ир пуҫласа каҫчен тар юхтарса ӗҫленипе кӗлчечек пек илемлӗскерӗн килти мӗнпур ӗҫе тума тивнӗ.
Анчах хӗрӗ килне тытма пӗлмен. Ҫавна пула вӑл Турӑ патне кӗл янӑ, ӑна пулӑшма ыйтнӑ.
Пӗр кунхине кӗлтума хатӗрленнӗччӗ кӑна, пӳрте ватӑ хӗрарӑм кӗрсе тӑнӑ. Хӑйӗнпе пӗрле вӑл ку хӗрне валли парне илсе килнӗ...
Вулаканӗсем: Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Владимир Григорьев тата Григорий Петров, Светлана Лукиянова, Татьяна Володина артистсем.
Ку юмаха «Туссен юмахӗсем» пухӑвӗнчен илнӗ. Пухса хатӗрлекене – Ольга Федорова. (Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018).
Автор ирӗк панипе кӑларнӑ.
資訊
- 節目
- 發佈時間2022年10月2日 下午12:00 [UTC]
- 長度13 分鐘
- 季數1
- 集數3
- 年齡分級兒少適宜